Иртнĕ шăмат кун Калининăри шкул-интернат чылай хăнана хăй «килне» пуçтарнă. Çак кун кунта çĕнĕ спортзал уçăлнине тата Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 60 çул çитнине халалласа волейбол турнирĕ йĕркеленĕ. Тупăшăва Вăрнар тата Йĕпреç район администрацийĕн ĕçченĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, Калининăри тата Малти Ишекри çамрăксем хутшăнаççĕ. Район администрацийĕн команди пуринчен ăста выляса мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсене Вăрнар райпо председателĕ Владимир Федоров парнесемпе чысланă.
Спортзал уçăлнă ятпа
Дополнительно
27 октября 2004
00:00
"Çĕнтерÿ çуле"